Ҫынсем пулӑшу ыйтнӑ депутат ӑшӑ шыв парассипе ӗҫлекен олрганизацие ертсе пыраканскер мар-ха. Анчах ун патне йышӑнӑва пынисем вӑл хӑйсене пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кашни уйӑхрах ҫынсене йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккине ҫак кунсенче парламентӑн Хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Игорь Кушев ирттернӗ. Депутат патне пынисем кашниех хӑйсене «халӑх тарҫи» ӑнланасса, пулӑшасса шанаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр тӑрӑхран ҫитнисем, акӑ, ресурспа тивӗҫтерекен организаци вӗсен нумай хваттерлӗ ҫурчӗсене ӑшӑтма тата ӑшӑ шывпа тивӗҫтерме пӑрахасси пирки пӗлтернӗ иккен. Ҫакна лешӗ котельнӑй киввипе сӑлтавлать-мӗн. Аптӑранӑ ҫынсем котельнӑя юсама е ҫӗннине тума депутат пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакансен те — чун ыратӑвӗ. Вӗсене ял урамӗ кӗркуннепе ҫуркунне ҫӑрӑлни пӑшӑрхантарать. Ҫавна пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем патне те ҫитме йывӑр тенӗ вӗсем.
Депутат ҫынсене мӗн тумаллине сӑмахпа ӑнлантарса панӑ, хӑш-пӗр ыйтупа яваплисем патне ыйтса ҫырассине пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн йышӑну пӳлӗмӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Николаев «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Олег Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидата тӑратнӑччӗ.
Тӗлпулу суйлавпа ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлама пулать-тӗр, анчах Виталий Станьял пӗлтернӗ тӑрӑх, унта суйлав пирки те, экономикӑпа хысна пирки те мар, наци политики пирки сӑмахланӑ. Ҫав шутра демографи, ассимиляципе дессимиляци, вӗренӳ, культура, чӗлхе, литература тата ӳнер пирки-мӗн.
«Ҫавра сӗтеле» пынӑ ЧПУ профессорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Анатолий Яковлев тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑл пурнӑҫне тишкернӗ иккен. Вӑл хускатнӑ темӑна Чӗмпӗрти таврапӗлӳҫӗ Дмитрий Кузьмин, Хусанти шурсухал Олег Александров, хамӑр республикӑри экономист Сергей Петров, Николай Максимов писатель, Владимир Карсаков режиссер малалла тӑснӑ.
Чӑваш Енӗн Обществи палати 21 ҫынтан тӑрать. Вӗсенчен ҫиччӗшне Чӑваш Ен Элтеперӗ палӑртать, тепӗр ҫиччӗшне — Патшалӑх Канашӗ, юлнӑ ҫичӗ кандидата халӑх пӗрлешӗвӗсен тата коммерци мар организацисен пайташӗсене маларах асӑннӑ 14 ҫын суйласа илет. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче палатӑна Элтепер тата парламент суйланӑ пайташсен пухӑвӗ иртнӗ, вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе вӗсем йыша тепӗр ҫичӗ ҫынна кӗртнӗ.
Ҫапла вара халӑх пӗрлешӗвӗсен тата коммерци мар организацисен йышӗнчен Палатӑна «Аталану» регион аталанӑвӗн фондӗнчен Евгений Бондарев, Чӑваш Енӗн Фитнес-аэробика федерацийӗнчен Оксана Вербина, Православи чиркӗвӗн Шупашкарпа Чӑваш Ен Епархийӗнчен Николай Иванов, Православи чиркӗвӗн Улатӑр Епархийӗнчен Александр Коротин, «Чыслӑх пур» ҫарпа патриот центрӗнчен Николай Плотников, «Чӑвашрессовпроф» профсоюз организацийӗнчен Валентина Рыбкина, Канашри тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗнчен Мансур Хайбуллов лекнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ суйланӑ пайташсем ҫаксем: Александр Дельман, Анатолий Князев, Светлана Лясина, Николай Паштаев, Алексей Судленков, Михаил Федотов, Олег Широков. ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫирӗплетнисем: Ирина Булыгина, Никита Бурашников, Татьяна Ефимова, Альбина Новикова, Зинаида Паршагина, Анатолий Пукки, Нина Семедова-Полупан.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романова тӗрӗслӗхе ҫӗршывӑн Конституци судӗнче шыраса тупнӑ. Парламент мандачӗсӗр хӑварнӑшӑн компенсаци тӳлеме килӗшменнине унти тӳресем ҫӗршывӑн тӗп саккунӗпе килӗшсе тӑмасть тесе йышӑннӑ.
Тамара Романовӑна коммунистсен партийӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн 2011 ҫулта депутат мандачӗсӗр хӑварнӑ. Депутата вӑл асӑннӑ парти ячӗпе суйланнӑ пулнӑ. Капла йышӑнӑва 2012 ҫулхи нарӑсра суд саккунлӑ мар тесе палӑртнӑ. Анчах Романова тепӗр хутчен депутат пулайман, мӗншӗн тесен 2011 ҫулхи раштавра Патшалӑх Канашне ҫӗнӗ йыш суйланнӑ.
Хӑйне сӑлтавсӑр кӳрентернӗ тесе шухӑшлакан экс-депутат кӑмӑл-сипет сиен тӳснишӗн 3 миллион тенкӗ компенсаци тӳлеме ыйтнӑ. Анчах Шупашкар хулин Ленин район сучӗ 100 пин тенкӗпе ҫырлахтарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн коллегийӗ Ленин район сучӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ. Сӑлтавне унти тӳресем Патшалӑх влаҫӗ кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма ыйтса виҫӗ уйӑхра ҫырмалла тесе ӑнлантарнӑ. Романова кунпа килӗшмен, Мускава ҫитнӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗсен 2014 ҫулхи декларацийӗсене пичетленӗ.
2013 ҫулта чи пысӑк укҫа ӗҫлесе илекенни «Тус» строительство фирмин ертӳҫи Николай Угаслов пулнӑ. Ун чухне вӑл ҫулталӑкра 30,3 миллион тенке яхӑн тупӑш илнӗ. «АККонд» акционерсен уҫӑ обществин гендиректорӗ Валерий Иванов та чухӑн мар: 2013 ҫулта вӑл 16,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе тунӑ. Чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков тата «Элара» АУОн пуҫлӑхӗ Андрей Углов тупӑшӗ 14,5 тата 14,2 миллион тенкӗпе танлашнӑччӗ. Пысӑк укҫаллӑ вунӑ депутат шутне ҫавӑн пекех «Энергозапчасть» АУО пуҫлӑхӗ Юрий Шлепнев, «Орион» АУО пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов, «Межрегионгаз-Чебоксары» пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Хлеб» АУО пуҫлӑхӗ Елена Бадаева, «Трактор савучӗсем» концернта тӑрӑшакан Сергей Щетников, Чапаев ячӗллӗ савут пуҫлӑхӗ Михаил Резников лекнӗччӗ.
Иртнӗ ҫул Николай Угаслова унчченхиллех ӑнман темелле. Вӑл пӗлтӗр 1,1 миллион тенкӗ кӑна ӗҫлесе илейнӗ. Анчах ыттисен тупӑшӗ е пачах та пӗчӗкленмен, е пысӑкланнӑ та. Маларах асӑннӑ Валерий Иванов пӗрчӗн-пӗрчӗн пухса пӗлтӗр 14 миллиона яхӑн тенкӗ пуҫтарнӑ, Олег Мешков — 14,5 миллион, Андрей Углов — 14,2 миллион, Юрий Шлепнев — 11,6 миллион, Владимир Михайлов — 10,1 миллион, Кияметдин Мифтахутдинов — 7 миллиона яхӑн, Елена Бадаева — 11,1 миллион, Сергей Щетников — 8,9 миллион, Михаил Резников — 9,7 миллион.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ирина Калентьева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци) вӑхӑт ҫитмесӗрех парламентран кайнӑ. Паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, парламент сессинче «халӑх тарҫисем» вӑл ыйтса ҫырнине тивӗҫтернӗ.
Пӗр ҫын ҫеҫ хирӗҫ сасӑланӑ. Ыттисем, 40 депутат, ӗҫтешӗн утӑмне хирӗҫ кайман. Ирина Калентьева — Пекинри Олимпиада призерӗ, маунтинбайкер. Вӑл сессисене сахал хутшӑннӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл парламентран каясси пирки ыйтса ҫырнӑ. Комитет ырланӑ.
Патшалӑх Канашӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Николай Малов кун пирки нимех те каламан. Ирина Калентьевӑн заявленийӗ саккунпа килӗшӳллӗн пулнине ҫеҫ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Ирина Калентьевӑна депутата 2011 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче суйланӑ. Унӑн тренировкисем ытларах чухне ют ҫӗршывра иртеҫҫӗ, ҫавна май вӑл саккун йышӑннӑ чухне кашнинчех пулайман.
Чӑваш Енӗн гражданла пуҫарусен комитечӗ республккӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине ятран пӗлесшӗн иккен. Асӑннӑ комитет ҫакна Чӑваш Енӗн парламентне халӑхӑн сахал пайӗ шаннипе сӑлтавланӑ-мӗн. Социологи тӗпчевӗ ҫынсен 29,3 проценчӗ кӑна асӑннӑ органа шанать иккен, шанманнисем вара — 40,1% имӗш. Саккун кӑларакан органа ҫавӑн чухлӗн шанманни Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ историйӗнче пуҫласа палӑрнӑ имӗш.
Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Гражданла пуҫарусен комитечӗ ҫынсем депутатсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлменнипе ҫыхӑнтарнӑ. Кашни депутат вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине тӗнче тетелӗнче ятран кӑтартма пуҫлани ку лару-тӑрура аван пулмалла-мӗн.
Асӑннӑ комитет сӗнекен мелпе Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Мускав хула думин тата хӑш-пӗр регион парламенчӗсенче те ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Тен, Чӑваш Енри «халӑх тарҫисем» те ку информацие хӑйсен суйлавҫисене пӗлтерме хаваспах килӗшӗҫ-и?..
Чӑваш Патшалӑх Канашӗнче тӗрлӗ курав уҫасси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. «Эпир хамӑр ӑсталама пӗлместпӗр, анчах илемпе киленме пӗлетпӗр», — ҫак шухӑша палӑртрӗ паянхи курава уҫма хутшӑннӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Анатолий Князев.
Саккун кӑларакан республикӑн ҫак органӗн стенисене хальхинче Юрий Андреев скульптор ӗҫӗсем илемлетрӗҫ. Сӑмах май, коридора Улатӑр художникӗн Сергей Разуткинӑн ӗҫӗсем те капӑрлатаҫҫӗ. Вӑл курава та ытла нумаях мар уҫнӑччӗ. Тӗрӗссипе, маларах сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ пулсан халӗ йӑларан пӑрӑнас тенӗ — ӳнерӗн тепӗр енне, кӳлепе касса ӑсталакана, вырӑн панӑ.
Ӗҫсен авторӗ — Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре ҫуралса ӳснӗ Юрий Андреев. Йывӑҫа сӑн кӗртекен маттур Мускаври ӳнер университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Паян вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ. Курава илсе пынӑ ӗҫсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи куравра пулнӑ. Вӗсене республикӑн саккун кӑларакан органне ӳнер музейӗн фондӗнчен вӑхӑтлӑха тесе илсе пынине пӗлтерчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров.
Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ предпринимателӗ» хисеплӗ ята парасси пирки йышӑну тӑвиччен «халӑх тарҫисем» хӗрсех тавлашнӑ-мӗн. «Regnum» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, усламҫӑсене хавхалантарассипе хавхалантармасси пирки ҫур сехете яхӑн сӳтсе явнӑ.
Ытти регионта ҫук хисеплӗ ята кама тата мӗне кура парӗҫ, усламҫӑсене, тен, уҫӑ кӑмӑллӑхшӑн е налук нумай тӳленӗшӗн чысласан тӗрӗсрех пулмӗ-и текенсем те тупӑннӑ иккен. «Хисепе тивӗҫлисем пур. Анчах вӗсем наградӑсемпе хисеплӗ ятсене илмесӗр юлаҫҫӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 34 депутат сасӑланӑ, пилӗккӗн хирӗҫ пулнӑ, иккӗн тытӑнса тӑнӑ.
Шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 1996 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ та ӗнтӗ пирӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ. Ун чухне ун тиражӗ 9 пинпе танлашна пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра хаҫат 1700 экземплярпа юнкунсерен тухать. Хаҫат редакторӗ пулса тӗрлӗ вӑхӑтра В.Н. Петров, Н.А. Галкин, Л.Л. Васильев, В.Н. Алексеев пулнӑ. Паянхи кун вара ку ӗҫе О.А. Петрова туса пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.